4 «б» класра вĕренекен ачасем,(класс ертÿçи Кулагина Любовь Михайловна) ертсе пынипе фольклор урокĕ ирттерчĕç.Ачасем ĕлĕкхи чăваш вăййисемпе, юррисемпе , ташшисемпе паллашрěç. Ушкăн-ушкăн пулса вăйăсем вылярĕç, юрăсем юрласа пачĕç, чăваш ташшипе савăнтарчĕç. «Тÿнки-тÿнки» ятлă юрра халăх инструменчĕсемпе выляса,юрласа уява вĕçлерĕç. Уяв питĕ хаваслă иртрĕ.Ачасем кăмăллă юлчĕç.