Кайăксем- пирĕн туссем!

Чăваш чĕлхи урокĕнче 5 мĕш «в» класри ачасем чĕр чунсен хĕллехи пурнăçĕпе паллашрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ хĕллехи сивĕ кунсене çывăрса ирттерет, пакшасем, сăмахран, ăнăçлă хĕл каçма кĕркунне апат-çимĕç çителĕклĕ хатĕрлесе хăварма тăрăшаççĕ.

Сивĕсем пуçлансан кайăксен пурнăçĕ уйрăмах йывăрланать. Ара, вĕсем апат саппасĕ хатĕрлеймеççĕ-çке-ха. Шартлама сивĕсене вара пушă пĕсехепе тÿссе ирттерме çăмăлах мар. Выçăпа аптăракансене пулăшас тĕллевпе Инна Михайловна ачасене сырăшсем ăсталама сĕнчĕ. Çак шухăшпа пурте килĕшрĕç, мĕншĕн тесен кайăксемшĕн питĕ ырă ĕç тăваççĕ-çке.

Ачасем пĕри те айккинче юлмарĕç, килтен сырăшсем ăсталаса килчĕç. Чи лайăх сырăша та тупса палăртрĕç. Надя Григорьева хĕвел çаврăнăш вăрри те илсе килме те ÿркенмен. Апачĕ кашни сырăш çине хурса памашкăн çитрĕ.

Урок вĕçленсен, перемена вăхăтĕнче, хăш пĕр вĕрененкен шкул пахчине тухса хăйсем ăсталанă сырăшсене йывăçсем çине çакрĕç. Çак ырă ĕç пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Вĕсене кура ытти классем те айккинче юлмасса шанас килет. Çакăн йышши "столовăйсем" ытларах ăсталасан пирĕн çунатлă туссем выçăпа аптăрамĕç.