Нарăс уйăхěн 9-мĕшĕнче граждан вăрçин паттăрĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 133 çул çитрĕ.
Çак паллă куна халалласа И.Н. Никифоров ячĕллĕ Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулти 6 класс ачисем чăваш чĕлхи урокĕнче «Чапаев Василий Иванович — граждан вăрçин паттăрĕ» ятпа калаçу ирттерчĕç, паттăрăн ачалăхĕпе, вăрçăри хăюллăхĕпе паллашрĕç.
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Надежда Витальевна Василий Ивановичăн ачалăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Пĕчĕк чухнех вăл вăрçăлла выляма юратни, ачасем ăна яланах командир пулма суйлани, икĕ çул Шупашкарти мăнастир шкулĕнче вĕренни çинчен пĕлтерчĕ. Каярахпа Чапайсем Самар кĕпернин Николаев уесĕнчи Балаковăна куçса кайнине палăртса хăварчĕ.
Вĕренекенсем презентаци пăхнăçемĕн Василий Чапаев – 3 хут Георгий хĕресне тата медальне тивĕçнине, Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ пулнине, унăн ячĕпе урамсем, вĕренÿ учрежденисем хисепленсе тăнине, Шупашкарта Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ, музей пуррине пĕлчĕç.
Ачасем калаçу вăхăтĕнче паттăра халалланă фильм сыпăкĕсене пăхрĕç, Н. Янкас çырнă "Чапаев вилĕмĕ" сăвва вуларĕç, халапсемпе шÿтсене аса илчĕç.
Çавăн пек вара чăваш ятне çĕкленĕ паттăрсене манмалла мар тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.