Сурхури уявĕ.

Çитрĕ, çитрĕ сурхури!
Сурхури, сурхури терĕмĕр,
Сурхури çитрĕ курăнать.
Атьăр тухăр, ачасем,
Урам тăрăх кайăпăр,
Килĕрен киле çӳрĕпĕр,
Килĕрен кукăль чӳклĕпĕр.

 

Авалхи йăла-йĕркепе çулталăкра пĕрре килекен хĕллехи «Сурхури» уявне чăвашсем анлăн паллă тунă. Çав вăхăтра çамрăксем тĕрлĕрен вăйăсем вылянă, юмăç пăхнă, пăрçа ăшаланă, йăва пĕçернĕ, кил тăрăх çуренĕ.

Авалтан пыракан йăла-йĕркене асра тытса, Вăрнарти краеведени музейĕнче Сурхури уявне паллă турĕç. Çак уява паллă тума Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен 4-мĕш А класс ачисене хăнана чĕнчĕс. Чи малтанах ачасем «Сурхури» уявĕн йăли-йĕркине аса илчĕç. Пухăннисене "кил хуçи" тутлă çимĕçпе, йăвапа, вĕри чейпе хăна турĕ, йăлана пăсмасăр пĕрле юмăç ячĕ.

Сурхури — авалхи чăваш уявĕ. Ĕлĕкрех ăна кун ӳсме пуçласан ирттернĕ. Сурхурие ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Сурхури ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă. Килтен киле пуçтарнă апат-çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ апатран сĕтелçи майланă. Ача-пăча килрен киле çӳрет, урайне ăшаланă пăрçа сапать. Тарават хуçасем вĕсене тутлă çимĕçпе сăйлаççĕ.

Каччăсем вара хĕр сăри валли çăнăх, çăмарта, пыл, хăмла пуçтараççĕ. Пикесем вĕсенчен сăра вĕретеççĕ, кукăль пĕçереççĕ. Каçхине пĕтĕм çамрăк улаха пухăнать. Çур çĕр çитсен пуласлăха пĕлме витене тухать, тĕттĕмре сурăхсене хыçалти уринчен тытать. Çакăнтан пулса кайнă та уяв ячĕ. Путек лексен – авланасса, така лексен качча каясса пĕлтерет. Шурă сурăх – çутă, хури – тĕттĕм çӳçлĕ мăшăр пуласса систернĕ. Çамрăксем ытларах Турă çырни пирки, аслисем вара тыр-пул, пахча çимĕç тухăçлăхне пĕлме юмăç янă.