2023 çулхи ака
уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Унта кашни чǎваш чунлǎ
çын хутшǎнчĕ. Диктанта Чăваш чĕлхи кунне, чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич
Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тата Раççейри вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне халалланă.
Акцие йĕркелекенсем: Чăваш
патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ,
«Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш
Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика
университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – тĕнчери тăван кĕтесрен,
тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут
аса илтересси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла çырма
пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни
çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Диктант текстне паллă чăваш
çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ Юхма Мишшин «Çутлăх паттăрĕ» хайлавĕ
тăрăх хатĕрленĕ.
Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие кǎмǎлтан хутшǎнчĕç.
Çак акцие хутшǎнни чăвашла
пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май тупса парать, пĕлÿ
шайне тĕрĕслемелли мел пулса тǎрать.
Вĕсене пурне те тав
тăватпăр, лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!