«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ

           2024 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Унта кашни чǎваш чунлǎ çын хутшǎнчĕ. Ǎна Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă.

Акцие йĕркелекенсем: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

 Акцин тĕп тĕллевĕ – тĕнчери тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтересси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

Диктант текстне паллă чăваш çыравçи Çемен Элкерĕн «Чăваш вăрманĕ» хайлавĕ  тăрăх хатĕрленĕ.

Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие кǎмǎлтан хутшǎнчĕç.

Çак акцие хутшǎнни чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май тупса парать, пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел пулса тǎрать. 

Вĕсене пурне те тав тăватпăр, лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!

 





Фотогалерея